Чӑвашсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери ассамблейин VI Курултайне хутшӑннӑ. Пуху ҫу уйӑхӗн 23–27-мӗшӗсенче Казахстанри Туран хулинче иртнӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат мероприятие хутшӑннӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Чӑвашсен ушкӑнне хӑй вӑхӑтӗнче Тольяттинче чӑвашсен наципе автономийӗн ертӳҫи пулнӑ Алексей Глухов ертсе пынӑ иккен. Форума пӗтӗмпе 200-е яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем Азербайджанран, Грузирен, Канадӑран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Молдавинчен, Таджикистанран, Узбекистанран пухӑннӑ.
Пирӗн Раҫҫее илсен Курултая Пушкӑртсан, Тутарстан, Хакаси, Якути, Кабардино-Балкари, Карачаево-Черкеск, Дагестан республикисенче, Ставрополь енӗнче, Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакан тӗрӗк халӑхӗсем пырса ҫитнӗ. Официаллӑ ӗҫре тӑрӑшакансен ячӗпе пухӑва Азербайджанпа Молдави парламенчӗсен депутачӗсем хутшӑннӑ-мӗн. Сӑмах май, унта пирӗн республикӑн ертӳҫисене те чӗннӗ пулать, анчах вӗсем вӑхӑт хӗсӗккине кура каяйман имӗш. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Николай Угасловӑн та инҫе ҫула ҫывӑхлатма май килмен-мӗн. Кун пирки Илле Иванов журналист «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата хыпарланӑ.
1993–1997 ҫулсенче Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейине Вячеслав Тимофеев чӑваш ертсе пынӑ. Маларах асӑннӑ Илле Иванов ассамблейӑн координаци канашне кӗрет. Анчах вӑл хӑй те Курултая ҫитеймен, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне экстремистла статья ҫырнӑ тесе айӑпланипе килӗшмесӗр Европӑри ҫын прависемпе ӗҫлекен суда ҫӑхав хатӗрлессипе ҫине тӑрать иккен.
Сӑнсем (44)