Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Фантастикӑпа фэнтези конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.12.2008 12:52 | 1565 хут пӑхнӑ

Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр! Пӗрлех тата тепӗр икӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ ҫавӑн пекех К.Ивановӑн «Нарспи» поэмипе нумаях пулмасть кӑларнӑ ҫӗнӗ азбукӑна тивӗҫрӗҫ. Эпир, хамӑр енчен, фантастикӑпа фэнтези конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене сӑнӳкерчӗксем парнелерӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене — 60х40 пысӑкӑшшине, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 30х20 пысӑкӑшшине.

Чуслава вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, ҫав министрествӑн специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская, чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Евдокия Александровна Андреева, паллӑ ҫыравҫӑ Юхма Мишши, инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи, электронлӑ пособисен авторӗ Владимир Андреев, вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Юрий Михайлович Виноградов хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ачасемпе пӗрле вӗсен вӗрентекенӗсем те килчӗҫ. Ӑслӑ та пултаруллӑ ачасем Чӑваш Енӗн тӗрлӗ районӗнчен пухӑнчӗҫ пулин те чылайӑшӗ, пурте тенӗ пекех, хӑй тӗллӗн ҫитрӗҫ. Шкул директорӗсем, район пуҫлӑхӗсем вӗсем валли автобус уйӑрмаллах пулнӑ пулӗ. Районтан, сӑмахран, пӗр автобус уйӑрсан та ҫитӗччӗ. Ҫавна пулах пулӗ, пурте килеймен. Хӑш-пӗрисем, сӑмахран Хӗрлӗ Чутайсем, кая юлса ҫитрӗҫ.

Чи малтан хӑй сӑмахне Светлана Владимировна каларӗ, «... ачапа анне чӗлхипе, сӑпка чӗлхипе, ҫав чӗлхепе калаҫмалла. Ҫавӑн чухне анчах, ҫакӑнта, ӑшра, ырӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ» терӗ. Кашни вӗрентекен, кашни методист ачасене чӑвашла вӗрентме тӑрӑшмалла терӗ, ашшӗ-амӑшне ҫак шухӑша ҫитермелле терӗ. Юрий Михайлович «Нарспи» поэми тӑрӑх ҫырнӑ сочиненисен конкурсӗнче тӗл пулнӑ йӑнӑшсем ҫинчен каласа пачӗ. Пур конкурса та пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн Евдокия Александровна хӑй ертсе пыракан кафедрӑпа паллаштарчӗ, ачасене вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ун патне вӗренме кӗме чӗнсе каларӗ. Сӑмах май мероприятине кафедра студенчӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ: парнесем парас ӗҫре пулӑшрӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел, хӑйсен ячӗсене пӗлтермерӗҫ.

Чыслав ӑнӑҫлӑ иртрӗ темелле. Ҫӗнтерӳҫӗсем пурте кӑмӑллӑн юлчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#шкулсем, #литература, #конкурссем, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем