Чӑваш Ене саранча килет текен сас-хура ҫӳренине, тен, эсир те илтнӗ пулӗ. Ку хыпар-хӑнар тӗрӗссине е ҫынсем юри пӑлханнине пӗлес тесе эпир «Россельхозцентр» патшалӑх учрежденийӗн республикӑри филиалӗн ӳсентӑрансене хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗпе Елена Соколовӑпа ҫыхӑнтӑмӑр.
Елена Александровна саранча Чӑвашра та пуррине пӗлтерчӗ. Анчах сывлӑш температури ӑна пысӑк йыша ҫаврӑнма май паманнине пула вӑл ушкӑнпа вӗҫеймест.
Чӑваш Енпе кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӑнтӑр, Тутарстанӑн кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗсенче саранча йышӗ нумайланнине асӑрханӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх пулсан вӑл сарӑлса кайса ҫилпе пирӗн енне килес хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, Волгоград, Ӗренпур облаҫӗсенчен. Унчченхи ҫулсенче пирӗн пата саранча пысӑк ушкӑнпа канӑҫсӑрлантарман. Ытти регионтан пирӗн енне хускалас тӑвас пулсан ӑна вӑхӑтра асӑрхаса ҫийӗнчех эмеллемелле.