Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чулхулара И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.12.2008 15:28 | 1902 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 13-мӗшӗнче Чулхулара И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа меропряти иртрӗ. Халӑх пухӑвне Чулхула облаҫӗн чӑваш культура тӗплӗхӗн ертӳҫи Анатолий Петрович Ефимов уҫрӗ — пӗрлӗх ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ, паян пухӑннӑ кун сӑлтавӗ пирки каласа пачӗ. Малалла Линда Лашневская сӑмах илчӗ — вӑл Иван Яковлевич Яковлев кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн доклад турӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх историйӗпе те паллаштарчӗҫ — А.П. Ефимов, Сӑкӑт Ванькки сӑвӑҫ чӑвашсем ӑҫтан тухнӑ, мӑн асаттесемпе асаттесем ҫинчен каласа пачӗҫ.

Мероприятине Чӑваш Ен ҫӗрӗнчен ятарласа икӗ ушкӑн килчӗ — Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӑр Ен» халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ тата «Мерчен» ятлӑ юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ. Икӗ ушкӑн пухӑннӑ ҫынсене халӑх юррисемпе паллаштарчӗҫ.

Мероприяти пирки хаҫатсенче те, инҫекурав урлӑ та пӗлтернӗ пулин те халӑх нумаях пулмарӗ. Сӑлтавӗ — Чулхула облаҫӗн чӑваш культура пӗрлӗхӗ йӗркеленнӗренпе вӑхӑт сахал иртнинче пулӗ. Культура тӗплӗхне ку ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫеҫ никӗсленӗ, ҫавӑнпа та ку мероприяти те виҫҫӗмӗш кӑна. А.П. Ефимов пухӑннӑ ҫынсене халӑха пухас тата тӗплӗх ӗҫне хастаррӑн хутшӑнма чӗнсе каларӗ.

Уяв чаплӑ апатланупа вӗҫленчӗ — хӑнасем илсе килнӗ шӑрттанпа хуплӑва пур халӑх та тутанса пӑхрӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

Видео

#Етӗрне районӗ, #Пӗрҫырлан, #Чулхула

 

Комментари:

Анонимла // 2116.67.6260
2008.12.14 18:53
Ку ӳкерчĕке курсан Чăваш республикинчи çутĕç министерстви (ЧĂВАШ РEСПУБЛИКИН
ВĔРEНӲ ТАТА ÇАМРĂКСEН
ПОЛИТИКИН МИНИСТEРСТВИ
МИНИСТEРСТВО ОБРАЗОВАНИЯ
И МОЛОДЁЖНОЙ ПОЛИТИКИ
ЧУВАШСКОЙ РEСПУБЛИКИ)
тар кăларса тунă плана
(СТРАТЕГИЯ
РАЗВИТИЯ ОБРАЗОВАНИЯ
В ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКЕ
ДО 2040 ГОДА)
халех пурнăçа кĕртнине куратпăр. Вăл планпа (СТРАТЕГИЯ
РАЗВИТИЯ ОБРАЗОВАНИЯ В ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКЕ ДО 2040 ГОДА) чăваш чĕлхине 2040 çулта пĕтерме палăртса хунă. Анчах та вăл плана халех пурнăçа кĕртнĕ. Ăна çак ӳкерчĕкре тата http://video.yandex.ru/users/chuvas ... hor=chuvashorg&cid=1 (yakovlev160nn01.avi) курма тата итлеме пулать.

2008.12.14 19:53
Аçтахар Плотников
Мĕн енпе кунта Чăваш Ен тата Чулхула? Чулхулара чăваш культурин тĕплĕхне туса хуни япăх-им? Вĕрентӳ министерстви мĕнле майпа ку мероприятипе çыхăннă? Ун пирки пĕр сăмах та çуккăччĕ! //çӳреççĕ сӳпĕлтетсе... Мероприятинче пулнă пек темле ăçлăн çыраççĕ...
Anonim // 2116.67.6260
2008.12.15 19:37
yakovlev160nn01.avi
Çакна вĕçне çитиччен пăхса тухсан тата мĕн калама пулать? Чăваш чĕлхине мăшкăлани пулать.
2008.12.15 23:58
Аçтахар Плотников
Микулай, ну мĕн каласшăн эсĕ кунпа? Пĕр ыр сăмах та çук санран. Чăвашсем мĕнле калаççĕ? Ырра куракан ырă пулĕ, усала куракан усал пулать теççĕ. Апла эс питĕ усал çын пулас.
Чăваш культура центрне уçма питĕ çамăл тетĕн пулĕ. Уçнăшăн, чăвашсене пухма хăтланнăшăн тав сăмахĕ калас — çук... вăрçса тăкмалла, ĕçлес кăмăла пĕтермелле.

Тем тесен те мана ку уяв килĕшрĕ.

//Хуть те мĕнле ятпа çыр — çав çавах эсĕ çырни палăрать. IP-не пăхмасăрах паллă (йăнăшас мар тесе пăхса илтĕм — Migulaj çырнă IP-нченех çырнă...)
//Ку çырăва çырас вырăнне Википедире пĕр-ик статья та пулин çырасчĕ...
Anonim // 2116.67.6260
2008.12.16 18:00
Кăна Migulaj çырать.
Эсĕ мана чăннипех тытрăн. Манăн тăван чĕлхене вăрттăн (никам та пĕлмелле мар)хӳтĕлесшĕн шухăш пулман. Мана эсĕ ху кунта кирлĕ маррисен (persona non grata) шутне хупса хунă та, çав вăхăтрах мана уншăн ӳпкелетĕн. Çавăнпа Анонимла çырма лекет. Эсĕ çине тăрăшсан тепринче Анонимла тесе çыракана та кĕртмессе пултаратăн.
Эпĕ тĕнчери халăхсен çыннисене (Швеци, Нидерланд, Литва, Бразили, вырăс, латыш, нимĕç) 2 ыйту патăм:
1. Аслă канашра (parliament) ют чĕлхепе усă курни мĕне пĕлтерет.
2. Тăван чĕлхепе çыхăннă уявсене, пухусене ют чĕлхепе иртерни.
Вĕсем пурте (вĕсен хушшинче вырăс та) кун пек япаласем пулма пултараймаççĕ терĕç. Пулсан вăл тĕнчери чи пысăк ÇЫЛĂХ пулать тесе каларĕç. Литва çынни çакăн пек кӳревсĕр ĕçсемшĕн ураран юпа çине çакса хураççĕ терĕ.
Тĕнчери çынсем тĕлĕнеççĕ: мĕнле Чăваш республикинче тĕнчери чĕлхе саккунĕсене пачах та ĕçлемеççĕ. Эсĕ ху тĕнчери чĕлхе саккунĕсене Чăваш республикинче усă курмалла марри пирки хирĕç çырманччĕ-и?
2008.12.17 23:08
Аçтахар Плотников
Ку мероприяти Чăваш Енре иртмен-çке. Тата тепер енчен чăващ чĕлхи кунта самай янрарĕ. Ятарлă апатлану вăхăнĕнче ытларах чăвашла калаçрĕç. Тата мĕн çитмест сана?

Аслă канашра вырăс чĕлхине усă курни саккуна пăсмасть — вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутне кĕрет. Чăвашла калаçманни, паллах, япăх. Анчах та никам та вĕсене чармасть, хăйсем, депутачĕсем вырăсла калаçаççĕ.
2-мешĕ пирки пĕлместĕп. Анчах та нумай çĕртре, ăçта эп пулса, чăвашла калаçса. Пĕр «Раççей çăлкуçĕнче» çеç чăвашла пĕр-ик сăмах калаççĕ те ыттине ытларах вырăсла ирттереççĕ. «Эсĕ ху тĕнчери чĕлхе саккунĕсене Чăваш республикинче усă курмалла марри пирки хирĕç çырманччĕ-и?» — ёпти!!! Ăçта??? Ăçта эп чăваш чĕлхине хирĕç çырнă? Эпĕ, мĕн, чăваш чĕлхин тĕп тăшманĕ-им??? Европăри саккунсем тăрăх тăван чĕлхепе 40% вĕрентмелле. 40% чăвашла вĕрентме тытăнсан эп мĕн хирĕç-им? Савăнатăп кăна! Ман сăмахсене тĕрĕс ăнланман та халĕ ун пирки кашни кĕтесре кăшкăрса çӳретĕн. Ман сăмахсене плакат пекех çакса хунă пулас...
Анонимла // 8765.0.5192
2008.12.18 13:25
Кăна Migulaj çырать.
Эс кунта çырман-им вара: http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=3;t=2365;st=20 ?
Эпĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварас тесе каланине эсĕ мана пушăпа манкуртсене хăвалани тесе каламан-и?
Ăçта эсĕ тупнă эпĕ "Ку мероприяти Чăваш Енре иртмен-çке" каланине?
Чăваш ман шутпа - вăл Африкăра пурăнсан та чăваш пулать хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине упраса пырсан.
Çак ӳкерчĕке тата yakovlev160nn01.avi курсан, итлесен чăваш чĕлхине мăшкăланине куратăн. Эсĕ çавсене тӳрре кăлараканни.
Тĕнчери чи пысăк ÇЫЛĂХсем саншăн ниме пĕлтермен япала пулать.
Тата санран эпĕ унччен тĕрĕс мар çырнăшăн каçару ыйтасшăн. Эпĕ темиçе хут та Чăваш республикинче чăваш чĕлхине тислĕк вырăнне хурăççĕ тесе çырнăччĕ. Нумаях пулмасть Шупашкартан (МИНИСТEРСТВО ОБРАЗОВАНИЯИ МОЛОДЁЖНОЙ ПОЛИТИКИЧУВАШСКОЙ РEСПУБЛИКИ) хурав илсен ăнланса илтĕм эпĕ мĕнле пысăк йăнăш тунине. Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне кăна мар, ăна (чăваш чĕлхине) унта нимĕн вырăнне те хумаççĕ (çӳлерех эсĕ ун пирки çырнă {Аслă канашра вырăс чĕлхине усă курни саккуна пăсмасть — вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутне кĕрет}).
Нимçуккă вăл тислĕк пулма пултараймасть. Çавăнпа пуринчен те эпĕ тĕрĕс мар çырнă, каланă сăмахсемшĕн тепĕр хут каçару ыйтатăп.
Юлашкинчен: ёпти!!! тени мĕне пĕлтерет чăвашла?
2008.12.22 13:35
Аçтахар Плотников
«Эпĕ Чăваш республикинче чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварас тесе каланине эсĕ мана пушăпа манкуртсене хăвалани тесе каламан-и?». Вăйпа вĕрентнин усси çук. Хăйсен вĕренме кăмăл çуралмалла — çавăн пек условисем тумалла.

«Ку вăл пушăпа хăваланипе танах. Халăха килĕшмĕ. Тĕп чĕлхе шутĕнче республикăра унсăр та чăваш чĕлхи шутланать. Вырăслипе пĕрле. Чăвашла пĕлмен чиновниксене хăваласа ярсан унта никам та юлмĕ :) Чăвашла вара пушăпа вĕрентсен пуçра нимĕн те юлмĕ. Чĕлхене юратса вĕренмелле.» — çакăнта ăçта эп чăваш чĕлхин тăшманĕ пулни курăнать? Тĕрĕссине çырмастăп-и? Ку ман шухăш. Сирĕн урăхла пулма пултарать. Эп вара çапла тусан тĕрĕс пулĕ тесе шутлатăп.
«ёпти!!! тени мĕне пĕлтерет чăвашла?» — нимĕне те. Ман санпа тавлашса вăхăт ирттерме йăлăхтарса çитерчĕ.
Анонимла // 2116.67.6260
2008.12.22 18:30
Migulaj çырать.
Çук. Эсĕ манпа мар, эсĕ тĕнчери чĕлхе саккунĕсене хирĕç чĕрре кĕрсе тавлашатăн. Эсĕ Кремлядьсен саккунĕсене çеç пĕлетĕн. Эпĕ - тĕнчери саккунсем майлă. Ăна эсĕ нихăçан та ăнланса илейместĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем