Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Чӑваш Енри ӳсентӑран отрасльне Мускав тӳре-шари вӑтам тесе хакланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.05.2014 12:03 | 1266 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ РФ Ял хуҫалӑх министерствинчен килнӗ Петр Чекмарев, республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов
РФ Ял хуҫалӑх министерствинчен килнӗ Петр Чекмарев, республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов

Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш.

Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн.

Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ.

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ. Вӗсем акана вӗҫленӗ те. Пур ҫӗрте те хальхи вӑхӑтри агрегатсем, машинӑсем, хирсене лайӑх якатнӑ, минераллӑ удобрени нумай. Сирӗн вӑтам лару-тӑру», — тенӗ Чекмарев.

Мускав тӳре-шари Чӑваш Енре маларах ака-суха лаптӑкӗсем 800 пине яхӑн гектар пулнине, юлашки вӑхӑтра 552 пин юлнине палӑртнӑ. Тухӑҫ хӑй вӑхӑтӗнче (канашлура хамӑр пулман та, сӑмах хӑҫанхи пирки пынине калаймӑпӑр) 946 пин тонна тоннӑпа танлашнӑ-мӗн, халӗ 555 пин тенӗ. Республикӑна вӑл ҫывӑх ҫулсенче 700–800 пин тоннӑна та пулин ҫитме сӗннӗ.

#ял хуҫалӑхӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #тӳре-шарасем, #тӗрӗслевсем, #Патӑрьел районӗ, #Комсомольски районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Мӑкшӑ Республики, #Ҫӗрпӳ

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.05.10 15:12
"отрасль" сăмаха чăвашла çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем