Шупашкарта ача-пӑча клиника больницинче «беби бокс» лартасшӑн. Хӑш-пӗр хӗрарӑм ача ҫуратсан унран тискер мелпе хӑтӑлать: урамра хӑварать, ҫӳп-ҫап витрине хурать… Ҫакнашкал амӑшӗсем валли ятарласа «беби бокс» лартасшӑн. Ҫапла майпа ачан сывлӑхӗ сиенленмӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви «Шанчӑк сӑпки» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшма йышӑннӑ. «Беби бокса» (е ӑна «пурнӑҫ чӳречи» теҫҫӗ) проектпа килӗшӳллӗн лартӗҫ.
«Беби бокс» — кравать, унта ачине пӑрахма шухӑшланӑ амӑшӗсем пепкине ҫавӑнта хӑварма пултараҫҫӗ. Унта пӗчӗкскере сивӗ пулмӗ. Ачана «беби бокса» хурсан сасӑ сигналӗ пулӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кун пирки ҫийӗнчех пӗлӗҫ. Пепке ҫинче суран йӗрӗсем ҫук-тӑк ача хӑварнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Пур-тӑк амӑшне шырама пуҫлӗҫ.
«Беби боксра» сигнал пулсанах тухтӑрсем ача патне пырӗҫ, ӑна специалистсем патне илсе кайӗҫ, вӗсем анализсем илӗҫ. Хӑварнӑ ача пирки полицие тата опека органне пӗлтерӗҫ.
«Беби бокссене» кӑҫал вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку хӗрарӑм хӑйӗн тин ҫуралнӑ ачине вӗлересрен сыхласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен кунашкал пӑтӑрмах 130 хут ытла пулать-ҫке. «Беби бокссем» Раҫҫейӗн 11 тӑрӑхӗнче пур. 2,5 ҫулта вӗсем 18 ача пурнӑҫне «ҫӑлнӑ».