 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    Чӑваша Чӑваш пулма тата Чӑваш пулнӑшӑн пӗр пайтасӑр пулӑшакан кунта та сахал, инҫетри Турци ҫӗр-шывӗнче пурӑннӑ Кемаль Чапрас тӑванӑмӑрӑн вара чун ӑшши тӑван турккӑ халӑхӗшӗн те, хурӑнташ ытти тӗрӗк халӑхӗсемшӗн те ҫитетчӗ.
Ҫав шутра чӑвашсем валли те.
Вӑл йыхравланипех Ҫӗньял пултарулӑх ҫуртӗн артисчӗсем Турцири фестивальсене темиҫе те хутшӑнчӗҫ, лауреатсем пулса таврӑнчӗҫ, чӑваш юрри-кӗввине телеэфир урлӑ та пӗтӗм тӗнчене янраттарчӗҫ.
Чӑваш ҫамрӑкӗсем те Кемаль Чапрас пулӑшнипех хурӑнташ патшалӑхсенчи университетсенче тӳлевсӗр вӗренеҫҫӗ.
Журналист пулнӑ май, вӑл хӑй те Чӑваш Ене темиҫе те ҫитсе курнӑ, чӑвашсем ҫинчен нумай статья ҫырса кӑларнӑ.
Ҫавӑнпах Ҫӗньял Пултарулӑх Ҫуртӗнче 2008 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Асӑну концерчӗ иртет. Вӑл 18:00 сехетре пуҫланать.
Аслӑ Концерт
1. „Ахрӑм” ансамбль (ертӳҫи Николай Алексеев)
2. „Ҫӗньял” фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Земфира Яковлева)
3. „Ҫӑлкуҫ” ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи Андрей Патри)
4. Тӗрӗк тӗнчин культурӑ центрӗ ҫумӗнчи фольклор ансамблӗ (солистсем Светлана Тяхмусова, Тая Смирнова, Иван Салмин, Николай Николаев, хут-купӑсҫӑ Андрей Кузнецов, сӗрме купӑсҫӑ Андрей Осипов)
Концерта 5 тенкӗ (ҫурта укҫи) хывакансене кӗртеҫҫӗ.
| Аçтахар Плотников // 3248.50.0611 2008.12.08 20:37 | |
|  | Çĕньял — ку хăш районти, хăш ял тăрăхĕнчи ял? Чăваш Енре питĕ нумай Çĕньял. Çакна пĕлтерсен лайăх пулĕччĕ. | 
| Vik // 2341.38.7293 2008.12.08 20:53 | |
| "Çĕн ял" фольклор ушкăнĕн (З. К. Яковлева — ертӳçи) ялĕ пулĕ вăл?  | |
| Аçтахар Плотников // 3248.50.0611 2008.12.08 21:01 | |
|  | 2. „Çĕньял” фольклор ансамблĕ (ертӳçи Земфира Яковлева) — кăна ĕненсе çапла пулĕ. Вара тепĕр ыйту — „Çĕньял” фольклор ансамблĕ хăш тăрăхран, хăш районтан? :) | 
| Аçтахар Плотников // 3248.50.0611 2008.12.08 21:03 | |
|  | Эп ахаль ыйтмастăп. Пирĕн ял тăрăхнех ун ятлă ял кĕрет. Хам вара Çĕньял ятлă темиçе яла та çитсе... Шупашкар районĕнчех вĕсем темиçе. | 
