Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче пурӑнакан 90 ҫулти ветеран… халӗ те велосипедпа ярӑнать. Николай Трофимович Трофимов ҫавра юбилейне нумаях пулмасть уявланӑ. Паллӑ ҫак кунпа ӑна Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ветерансен канашӗн председателӗ Василий Львов, Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Петров киле пырса саламланӑ.
Николай Трофимович фронта ҫамрӑклах тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршыв умӗнче паттарлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна орденсемпе, медальсемпе чысланӑ. Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ Николай Трофимова 55 ҫултан ҫеҫ тупнӑ.
Ветеран вӑрҫӑ хыҫҫӑн Енӗш тата Вӑрман Кипек шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.
Николай Трофимовича 90-ра тееймӗн: хӑйӗн ҫулӗнчен ҫамрӑкрах курӑнать. Велосипедпа ярӑнма юратнисӗр пуҫне вӑл калчасем ӳстерет. Ветерана кинӗ Мария Михайловна пӑхса пурӑнать.
