Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Кӳршӗре: Ӗпхӳре Пушкӑртстанри чӑвашсен III Канашӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.04.2014 11:09 | 1123 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре III Канаш
III Канаш

Виҫӗмкун Ӗпхӳре Пушкӑртстанри чӑвашсен III Канашӗ иртнӗ. Унта республикӑри район-хуласенчи 150 яхӑн делегат хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Пушкӑртстанри культура министрӗ Валентина Латыпова, ПР Вӗренӳ министерствин наци вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Гульчачак Мухамедьянова, республикӑри Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем…

Канаша хутшӑннӑ делегатсем Чӑваш Ен делегачӗсене ӑшшӑн йышӑннӑ. Пирӗннисем унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынипе кайнӑ.

— Пушкӑртстанри виҫҫӗмӗш Канаша 8 ҫул кӗтрӗмӗр, — тенӗ Испоком съезчӗн председателӗ Валерий Сидоров.

Канаш пӗрремӗш хут — 1999 ҫулта, иккӗмӗш хут 2006 ҫулта иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Пушкӑртстанри чӑвашсен пурнӑҫӗнче улшӑну сахал мар пулнӑ. Валери Сидоров палӑртнӑ тӑрӑх, чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри — Чӑваш Енпе Пушкӑртсан правительствисем туслӑ ҫыхӑну йӗркелени. Пушкӑртстанра Чӑваш Ен культурин кунӗсем ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Чӑваш Енре вара Пушкӑртстан культурин кунӗсене чаплӑ йӗркеленӗ. Икӗ республика хутшӑну йӗркелени Пушкӑртстанра чӑваш наци культурине аталанма вӑй панӑ.

Канаш делегачӗсем Пушкӑртстан чӑвашӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Валерий Сидоров вырӑнти телеэфиртан «Тивлет» программа ҫухалнине палӑртнӑ. «Аван-и?» радиокӑларӑм та эфирта ҫук-мӗн.

— Халӗ эфира чӑваш чӗлхипе тухакан кӑларӑмсене тавӑрасси ҫинчен сӑмах вӗҫҫӗн калаҫса татӑлнӑ, — тенӗ Валерий Сидоров.

#кӳршӗре, #чӑвашлӑх, #пухусем, #ЧНК, #Ӗпхӳ, #Пушкӑртстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем