Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.8 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Тӗнчере: Акӑлчан чӗлхиллӗ прессӑра асӑнассипе Чӑваш Ен — 41-мӗш

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.04.2014 00:15 | 1465 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Акӑлчан чӗлхиллӗ пресса асӑнассипе Чӑваш ен пӗлтӗрхи ҫул рейтингӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗпчеве «Смыслография» тӗпчев агентстви тата Dow Jones компани ирттернӗ.

Рейтинга йӗркелекенсем акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан массӑлла информаци хатӗрӗсенчен уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ 100 МИХа сӑнанӑ. Рейтинга йӗркелекенсем лайӑхпа палӑртнӑ регионсене кӗртнӗ.

Ют ҫӗршыври МИХсенче Раҫҫей регионӗсене икӗ тӗп самант енӗпе палӑртаҫҫӗ иккен: нефтьпе газ отрасльне тата ҫак секторти вӑйӑҫӑсем регион шайӗнче епле ӗҫленине каласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне спортри пулӑмсене те ҫутатаҫҫӗ. Уйрӑмах — Раҫҫей премьер-лигине кӗрекен Раҫҫей футбол клубӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ иккен. Ытти ҫулсенче патшалӑхӑн ертӳҫисем регионсене пырса кайнине те ҫырса кӑтартнӑ пулсан, акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан МИХсем пӗлтӗр ҫавна пӗлтерӗшлех тесе йышӑнман курӑнать — ун пирки каласа кӑтартсах аппаланман.

Рейнтингра Сахалин, Томск облаҫӗсем, Ханты-Мансийск автономи округӗ, Калининград облаҫӗ, Краснодар, Пермь енӗсем, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан, Самар облаҫӗ тата Тинӗсҫум енӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Рейтингра Мускава шута илмен, мӗншӗн тесен ҫӗршывӑн тӗп хулине регионсемпе танлаштарни тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ иккен. Тутарстан мала лекнине унти «Рубин» футбол клубӗпе тата Хусанта Пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи Универсиада ирттернипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Удмурт Республики пӗлтӗр те 2012 ҫулхиллех хӑйӗн вырӑнне лайӑхлатнӑ. Асӑннӑ регион рейтингра 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Акӑлчан чӗлхиллӗ МИХсем Ижевска Путин Президент пырса кайнине, унта «Калашников» концерн йӗркеленнине, Калашников паллӑ конструктор вилнине, Библие удмурт чӗлхипе пичетленине уйрӑмах ҫутатнӑ.

#танлаштарӑшсем, #Хусан, #МИХсем, #тӗнчере, #акӑлчан чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1793.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем