Раҫҫейӗн Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хӗсметрен пӑрӑнакан каччӑсен портретне хатӗрленӗ.
Асӑннӑ ведомство 2013–2014-мӗш ҫулсенчи пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ те ҫартан ытларах чух камсем пӑрӑнма хӑтланнине палӑртнӑ. Хайхин сӑнарӗ ҫапларах: ытларах чух вӑл — ял каччи, ҫын ӗнси ҫинче пурӑнакан, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлеменскер. Ҫар комиссариатне пырассинчен пӑрӑнса ҫӳрекенӗн ҫулне те палӑртнӑ — ҫак списока 22 ҫулхисем лекеҫҫӗ иккен. Ҫартан пӑрӑннине вӗсем Раҫҫейӗн ҫарӗнче хӗсметре тӑрас килменнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн.
Хӗсметрен пӑрӑнма хӑтланнисен тӗлӗшпе, сӑмах май, пӗлтӗр кӑна 25 ӗҫ пуҫарнӑ, кӑҫал — 12. Ҫартан тарса ҫӳрекенсене 10 пин тенкӗрен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран штрафланӑ.