Ку кӑлтӑка прокуратура тупса палӑртнӑ. Ҫапла кӑлтӑка Сӗнтӗрвӑрринчи Геркен ячӗллӗ пульницӑра асӑрханӑ.
Унта наркоманипе чирлисене хӑйсенчен ирӗк ыйтмасӑрах сипленӗ пулать. Наркоманипе чирлисен тӗлӗшпе процедура ирттерес умӗн хайхисен шухӑш-кӑмӑлне ыйтманни сиксе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне нарколог пӳлӗмӗ официаллӑ требованисене тивӗҫтерсе тӑмасть иккен.
Сиплев учрежденийӗнче ытти ҫитменлӗхе те асӑрханӑ. Пӗлтӗр, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен 18 водителе ятарлӑ ҫи-пуҫпа тивӗҫтермен.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ ҫитменлӗхсене пӗтермелли пирки пульницӑн тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ӑна 4 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.