Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем.
Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ.
Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ.