Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке.
Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ.
Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ.