Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 100 ҫулти кинемей йывӑрлӑхран нихӑҫан та хӑраман

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.03.2014 17:22 | 1378 хут пӑхнӑ
Республикӑра

17 мӑнукӗн, 21 мӑнук ачин тата мӑнук ачин 1 ачин камран тӗслӗх илмелли пирки пуҫ ватмалла та мар. 100 ҫул тултарнӑ асламӑшӗнчен!

Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче ҫуралнӑ Феодосия Степановӑна район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, социаллӑ пай пуҫлӑхӗ Алевтина Шорикова, Сӑнав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Данилов 100 ҫулхи юбилейпе саламланӑ. Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее РФ Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне панӑ.

Феодосия Степанова ӗмӗрӗпех ялта пурӑннӑ. Вӑл ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ. Хастарскер ӗҫрен хӑраман, яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Хӗр хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк ҫемье ача-пӑча ҫуратнӑ, ҫӗнӗ пӳрт ҫӗклеме тытӑннӑ. Анчах вӗсен ӗмӗтне вӑрҫӑ татнӑ. Нимӗҫем тапӑнсанах упӑшкине фронта илсе кайнӑ. Феодосия Степанова икӗ ачипе тата варти пепкипе туса пӗтермен пӳртре юлнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑх ун ҫине тиеннӗ. Тылра арҫын алли ҫитмен. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗр ҫывӑрмасӑр ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗ фронтран таврӑнни уншӑн чи пысӑк телей пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен иккӗшӗ те тӑван колхозра вӑй хунӑ, 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Тӑватӑ ывӑлӗ те ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, чи лайӑх механизаторсен, водительсен, бригадирсен йышӗнче пулнӑ. Хӗрӗсем те пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Феодосия Степановнӑн ҫемье династине ӗҫ династийӗсен республика слетӗнче чысланӑ, чи лайӑххисен йышне кӗртнӗ.

Феодосия Степановна пурнӑҫа юратать, шӳтлеме кӑмӑллать. Хӑнасене вӑл «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑпа савӑнтарнӑ. Унӑн ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем, тӑванӗсем унпа чӑннипех те мухтанма пултараҫҫӗ.

#Янтуш, #Опытнӑй ял тӑрӑхӗ, #юбилейсем, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем