Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Спорт: Асӑну ӑмӑртӑвӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 09.03.2014 12:28 | 1472 хут пӑхнӑ
Спорт

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна Етӗрне хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ.

Турнирта 5 ушкӑн ӑмӑртӗҫ: пӗрҫырлансем ҫулсене кура 3 команда йӗркеленӗ, етӗрнесем — 2 команда.

Пухӑннисене Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Наталья Юрьевна Степанова, Сергей Станиславовичӑн мӑшӑрӗ Ирина Вячеславовна Григорьева саламларӗҫ. Ирина Вячеславовна ял халӑхне, мӑшӑрӗн тусӗсене, тӑванӗсене Сергея асра тытнӑшӑн, хӑйне тата ачисене йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пулӑшнӑшӑн чунтан тав турӗ, ӑмӑртура пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пухӑннисем Сергей Станиславовича асӑнса сӑмах каларӗҫ. Пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Ӑмӑрту хастар кӗрешӳре иртрӗ. Пӗрремӗш вырӑна Етӗрне ушкӑнӗ мала тухрӗ. Кашни командӑнах Наталья Степанова Хисеп хучӗ парса чысларӗ. Сергей Станиславович кӗрӳшӗ Денис Федоров асӑнмалӑх кашни командӑна волейбол мечӗкӗ парнелерӗ. Сергейӑн юлташӗ Козлов Александр чи хастар волейболиста Максим Казамбаева карас телефонӗ парнелерӗ.

Ирина Вячеславовна пухӑннӑ хӗрарӑмсене чечексемпе тата пӗчӗк сувенирсемпе чысларӗ. Юлашкинчен пурте пӗрле Сергей Станиславович юратнӑ пулӑ шӳрпипе — вӑл пулӑ тытма питех те юратнӑ — хӑналанчӗҫ.

Ирина Григорьева ӑмӑртӑва укҫа-тенкӗ енчен йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Етӗрне район ертӳҫине Краснов А.А, Пӗрҫырлан ял тӑрӑх ертӳҫине Степанова Н.Ю, кӗрӳшӗсене Федоров Д.Г. тата Хатунцев П.С.-на ывӑлӗпе хӗрӗсене тав турӗ.

Сӑнсем (50)

#Етӗрне районӗ, #волейбол, #Пӗрҫырлан, #Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ, #спорт, #Урапакасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем