Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та сире пӗлтернӗччӗ. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ.
Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен.
Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ.