Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ксения Столбовӑн аслашшӗ Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.03.2014 17:01 | 1128 хут пӑхнӑ
Спорт Ксения Столбовӑпа Федор Климов
Ксения Столбовӑпа Федор Климов

Нумаях пулмасть «Pro Город» порталӗ пӑр ҫинче илемлӗ ярӑнас енӗпе Олимп чемпионкин Ксения Столбовӑн инкӗшӗ Шупашкарта пурӑннине пӗлнӗ. Хаҫат журналисчӗсем Зоя Кирилловӑпа ҫыхӑннӑ, спортсменкӑн ачалахӗ пирки ыйтса пӗлнӗ.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, унӑн тӑван пиччӗшӗ Зиновий Васильевич Васильев — Ксения Столбовӑн аслашшӗ. Зиновийпе Зоя Етӗрне районӗнчи Анатри Ачак ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсемсӗр пуҫне тепӗр тӑватӑ ача ӳснӗ.

— Пиччене хӑй вӑхӑтӗнче Санкт-Петербурга ҫар службине янӑ. Ҫар-тинӗс флотӗнче вӑл 4,5 ҫул пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Зиновий Чӑваш Ене таврӑнман. Унтах хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Пиччепе тачӑ ҫыхӑну тытатпӑр, телефонпа час-часах калаҫатпӑр, — каласа кӑтартнӑ Зоя Кириллова. Ксения 2-мӗш класра вереннӗ чухне хӗрарӑм вӗсем патӗнче Питӗрте хӑнара пулнӑ. Зоя Кириллова каланӑ тӑрӑх, Ксюша ун чухнех вӑр-вар пулнӑ, ҫынсемпе калаҫма юратнӑ. Хӗрача яланах тӗллевӗ патне талпӑннӑ. Зиновий мӑнукӗпе мухтанать, ӑна юратать, вӗсен ҫемйине яланах пулӑшать. Зоя Кириллова Олимп вӑййине телекуравпа тимлӗн пӑхнӑ.

Ксения Столбова малтан пӑр ҫинче пӗччен ярӑннӑ, каярахпа мӑшӑрпа ярӑнма тытӑннӑ. Ксения Столбовӑпа Федор Климов пӑр ҫине тухсан Зоя Кириллова хӑйӗнпе мӗн пулнине хӑй те ӑнланман.

— Вӗсем пӑр ҫинче лайӑх ярӑнсан савӑннипе макӑртӑм. Мана тӑвансем, пӗлӗшсем шӑнкӑравларӗҫ. Пичче ҫав вӑхӑтра мӑнукӗшӗн куляннӑран юн пусӑмӗ хӑпарнине каларӗ. Сочие Ксенийӑпа пӗрле амӑшӗ кайнӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ. Амӑшӗ ҫамрӑк чухне гимнастикӑпа кӑсӑкланнӑ, аслашшӗ те спортсмен пулнӑ-мӗн. Эппин, Ксения Столбовӑн ку юнра.

Зоя Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, Ксения тӑван тӑрӑхӗнче пӗр кун ҫеҫ пулнӑ, унтан Японие кайнӑ. Хӗрарӑмӑн хӗрӗ Оксана Ксенийӑпа уйрӑмах ҫыхӑну тытать. Спортсменка пирӗн республикӑран аякра пулсан та ӑна Чӑвашри тӑванӗсем яланах хавхалантараҫҫӗ, юратаҫҫӗ.

#олимп вӑййисем, #ҫитӗнӳсем, #Етӗрне районӗ, #Анатри Ачак

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/75
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем