Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: 100 ҫулти кинемей ҫухалнӑ ывӑлне кӗтет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 27.02.2014 12:31 | 1519 хут пӑхнӑ
Персона

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑнакан Марфа Тимофеева РФ Президентӗнчен, Владимир Путинран, саламӑ ҫырӑвне илнӗ. Мӗн ятпа? Марфа Тимофеевна 100 ҫул тултарнӑ. Ҫавӑн пекех юбиляра ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, ял халӑхӗ, тӑванӗсем саламланӑ.

Марфа Тимофеева 1914 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫавалхӗрри Кӑнаш ялӗнче ҫуралнӑ. Ватӑскер ялти шкулта, унтан Канашри педагогика училищинче вӗреннине паян та ӑшшӑн аса илет. 1935 ҫулта вӑл Кӗҫӗн Тивӗшри учителе Константин Григорьева качча тухнӑ. Марфа Тимофеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Кӑшаркасси шкулӗнче ӗҫленӗ. Пӗрремӗш ачине ҫуратсан колхозра вӑй хунӑ. Марфа Тимофеева тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ.

100 ҫул тултарнӑ кинемейӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл пилӗк ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Иккӗшӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Ангорска кайнӑ та хыпарсӑр ҫухалнӑ. Унран халӗ те нимӗнле хыпар та ҫук. Марфа Тимофеевнӑпа юнашар — хӗрӗсем Алевтина тата Надежда.

Ватӑскер хальччен ялта пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, пахча-ҫимӗҫ туса илнӗ. Кӑҫалхи хӗлле ҫеҫ Шупашкара хӗрӗ патне куҫнӑ. Марфа Тимофеевна 101 ҫуркуннене куҫ пек кӗтет. Ун чухне вӑл хӑйӗн тӑван килне, яла, таврӑнӗ. Кинемей халӗ те шанчӑкне ҫухатмасть: хыпарсӑр ҫухалнӑ ывӑлне килте кӗтет.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #Кӗҫӗн Тивӗш, #Ҫавалхӗрри Кӑнаш, #юбилейсем, #Кӑшаркасси, #

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем