Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Лаш-таяпара пуҫлӑх парнисемшӗн йӗлтӗрпе тупӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.02.2014 16:42 | 1746 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.

Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.

#спорт, #йӗлтӗрпе чупасси, #Елчӗк районӗ, #Лаш-Таяпа, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Карапай Шӑмӑршӑ, #Пӑва районӗ, #Тутарстан, #Шӑмалак

 

Комментари:

Migulaj // 2456.48.9779
2014.02.25 19:31
Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпара ют чĕлхе малти вырăнта тăнине курма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем