Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп ваййисене халалласа

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 24.02.2014 20:22 | 1734 хут пӑхнӑ
Спорт

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар.

Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ.

Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта Питӗркасси ял тӑрӑхӗ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта.

Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем. Кире пуканӗ йӑтассипе Штанашри Зоя Прокопьевӑна ҫитекенни пулмарӗ, вӑл кире пуканне 94 хутчен ҫӗклеме пултарчӗ! 2-мӗш вырӑнта В.Ярабаева (администрацинчен), 3-мӗш Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ). Арҫынсенчен ылтӑн медале В.Герасимов («Хастар») тивӗҫрӗ, кӗмӗле — В.Афанасьев (Тралькассинчен), пӑхӑра — А.Воробьев (Хусанушкӑньтен). Командӑсем хушшинче штанашсем малти вырӑна тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — «Хастар» хастарӗсем, виҫҫӗмӗшсем — администраци ушкӑнӗ. Штанашсем ҫавӑн пекех шахматла выляссипе (Ю. Пахинов) тата пневматика пистолечӗпе перессипе (А. Кузьмин) малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Кашни вӑйӑ хастар иртрӗ, хутшӑнакансене савӑнӑҫ парнелерӗ!

Сӑнсем (100)

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #шашка, #шахмат, #спорт, #кире пуканне йӑтасси, #дартс, #волейбол, #Хӗрлӗ Чутай, #Штанаш, #Питӗркасси, #Тралькасси, #Хусанушкӑнь

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем