Вӑрнарта ветерансемпе пенсионерсен районти канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. «Ветерансемпе тӗл пулни ҫирӗп экзамен витӗр тухнӑнах», — тесе ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче курнӑҫу пирки хыпарланинче.
Чӑн та, аслӑ ҫулхисем чылай чухне чӗрӗ, тем пирки те уҫҫӑн калама хатӗр. Хальхинче вӗсем район центрӗнчи Илларионов урамӗнче мунча ӗҫлеттермелли, тротуарсене юсамалли, вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине сутма пасарта вырӑн уйӑрмалли пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн халӑхпа уҫҫӑнрах пулмаллине те асилтернӗ вӗсем. Кунсӑр пуҫне ватӑсем поселокӑн ҫурҫӗр енче хӑпаракан микрорайонӗнче стадион тата пӑр катокӗ кирлине палӑртнӑ иккен.