Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ушкӑнӗ Европӑра гастрольте пулнӑ. Чӑваш ташӑҫисем чикӗ леш енчи халӑха «Акӑш кӳлли», «Щелкунчик», «Ҫывӑракан пике», «Дон Кихот» постановкӑсем лартса кӑтартнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Европӑра ҫулҫӳревре темиҫе уйӑх пулнӑ. Вӗсем Германири, Польшӑри, Швейцарири, Италири, Австрири хуласене нимӗҫ импасариовӗ чӗннипе ҫитнӗ. Чӑваш артисчӗсем тӗрлӗ лапамра вылянӑ: ӗлӗкхи пысӑк театрсенчен пуҫласа спорт лапамӗсем таранах. Пирӗн артистсен пултарулӑхне чикӗ леш енчи халӑх хапӑлласах йышӑннӑ. Хӑсене ҫирӗп тытма пӗлекен нимӗҫсем те ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Итальянсем те артистсене кӑмӑллӑн йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет труппин илемлӗх ертӳҫи, тӗрлӗ конкурс дипломанчӗ Данил Салимбаев каланӑ тӑрӑх, ушкӑн ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, пултарулӑха ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ. Уйрӑмах Андрей Субботин, Марианна Чемалина, Анна Серегина палӑрнӑ. Анасатасийӑпа Дмитрий Абрамовсен дебючӗ те тӗлӗнтернӗ. Дани Салимбаев гастроль артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.