Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Олимп факелӗ Штанаш шкулне те ҫитнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 03.02.2014 19:28 | 1481 хут пӑхнӑ
Спорт

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Прикоснись к олимпиаде» (чӑв. «Олимпиадӑпа лайӑхрах паллаш») акци малалла пырать. Иртнӗ эрнере район ҫамрӑкӗсем Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнса факел йӑтса курнӑ паллӑ спортсменсемпе — XXV-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Алина Ивановӑпа тата XXVI-мӗш Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузиновӑпа тӗл пулчӗҫ, Олимпиада символӗпе паллашрӗҫ.

Паян Олимп факелне районти вӑрман урлӑ вырнаҫнӑ шкулсене илсе ҫитерчӗҫ. Унта пурӗ 4 шкул вырнаҫнӑ: Хусанушкӑнь, Тури Ҫӗрпӳкасси, Ҫӗнӗ Атикасси тата Штанаш шкулӗсем. Олимп символне район администраторӗн ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Юрьевич Порфирьев, Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорт комплексӗн директорӗ Вячеслав Витальевич Дадюков тата вӗренӳ пайӗн информаци енӗпе ӗҫлекен Александр Владимирович Храмов чи малтанах районти аякри шкула — Штанаш шкулне — илсе ҫитерчӗҫ. Сӑлтавӗ те паллӑ — ҫак шкул ачисем Сатлайкин Иван Иванович вӗрентекен ертсе пынипе яланах спортра хӑйсене хастар кӑтартҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ (Иван Сатлайкинӑн хӑйӗн те медальсен шучӗ чылай).

Алексей Порфирьев шкул ачисене Олимп вӑййисен кун-ҫулӗпе кӗскен паллаштарчӗ, Вячеслав Дадюков Олимп символне шкулти спортсмена Дмитрий Ишмейкина тыттарчӗ. Алран-алла куҫса факел кашни вӗренекен аллинчех пулса курчӗ. Юлашкинчен кашни класс, пӗрле те, уйрӑмшарӑн таҫак ҫункӑҫа алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗ. Унтан Олимп символӗ кӳршӗри шкула — Ҫӗнӗ Атикассине — ҫул тытрӗ. Штанаш шкул ачисемпе вӗрентекенсем ӑна ӑсатнӑ хыҫҫӑн «Хаваслӑ старт» тата воллейбол вӑййисем выляма спортзала васкарӗҫ.

«Хаваслӑ старт» малтан кӗҫӗн класра вӗренекен шкул ачисем хушшинче, унтан 5–9-мӗш класра пӗлӳ пухакансемпе шкулти вӗрентекенсем хушшинче хастар иртрӗҫ. Учительсен чысне Светлана Соловьева, Алина Осеева, Марина Чучакова тата Иван Сатлайкин хӳтӗлерӗҫ. Тӑххӑрмӗшсем чемпион ятне тивӗҫрӗҫ, вӗрентекенсем — 2-мӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшсем — ҫиччӗмӗшсем.

#волейбол, #олимп вӑййисем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Тӳри Ҫӗрпӳкасси, #Хусанушкӑнь, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем