Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫӗрпӳ ярмӑркки чӗнет!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.06.2008 12:32 | 1944 хут пӑхнӑ

Ҫӗр ҫул ытла ӗнтӗ Ҫӗрпӳре ярмӑрккӑ иртет. Кашни ҫул вӑл утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлать. Кӑҫалхи ярмаркка 3-пе 6-мӗшӗ хушшинче ӗҫлӗ.

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехетре пурте ярмаркка уҫнине кайса курма пултаратӑр! Сире «Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем — ачасене!» концерт программи, «Эпӗ, эсӗ, вӑл — туслӑ пирӗн кил!» ҫемьери пултарулӑх фестивалӗ кӗтӗ. Иккӗмӗш кунне пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче ирттерекен Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ «Тӗнчене — мир, килӗшӳллӗ ҫемьене мухтав» ҫемьесен ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Спорта кӑмӑлакансем валли те тӗрлӗ ӑмӑртусем иртӗҫ — футбол, шашка, шахмат, кире спорчӗ, армреслинг, бокс. Ачасен те тунсӑхлама вӑхӑт пулмӗ — вӗсем валли те ятарлӑ программа хатӗрленӗ.

Виҫҫӗмӗш кунне те сире чылай мероприяти кӗтет. 10 сехетре халӑх ӑстисем хӑйсем ӑсталанӑ япалисемпе паллаштарӗҫ. Унтах вӗсене туянма май пулӗ. Ку вӑхӑтрах дзюдо, самбо кӗрешӗвӗсем пуҫланӗҫ, республикӑри волейбол спорчӗн уҫӑ турнирӗ уҫӑлӗ. 12 сехетре мотоспорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланӗ.

Ку кун сире ҫӑвӑн пекех Ҫӗрпӳ районӗн «Кӗмӗл сасӑ» эстрада фестивалӗ кӗтӗ. Унсӑр пуҫне ярмӑрккӑна чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн 4-пе 5-мӗшӗнче ҫамрӑксем валли дискотекӑсем иртерӗҫ.

 

Мероприятине чаплӑн утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хупӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Ҫӗрпӳ ярмӑркки, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #фестивальсем, #эстрада, #чӑваш юррисем, #халӑх ӑстисем, #спорт

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем