Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв ирттерчӗҫ. Уява районти культура ӗҫченӗсемпе ӗмӗрне халӑх хушшинче ирттернӗ культура ветеранӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, районта кун ҫути курнӑ, хальхи вӑхӑтра аякра ӗҫлесе пурӑнакан пултарулӑх хӑнисем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Уява район гимнӗпе уҫрӗҫ, Етӗрне район гимне районти культура ӗҫченӗсен, коллективсен пӗрлештернӗ хорӗ шӑрантарчӗ.
Пухӑннисене Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин саламларӗ, пурне те телей, пултарулӑхра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, культура ҫулталӑкӗнче наци культура шайӗ татах та ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессине шанса пурне те ҫак сӑваплӑ ӗҫре малашне татах тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.
Унтан культурӑра ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн районти чылай культура ӗҫченӗ республика шайӗнчи тата вырӑнти администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Уявра районти тӗрлӗ колектив хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ: юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ «Латус», Пӗрҫырланти «Сӑр ен» фольклор ушкӑнӗ, «Отрада» фольклор коллективӗ, «Пушкӑрт» ташӑ ушкӑнӗ, вырӑс юррисене юрлакан «Калинка» халӑх ансамблӗ, «Дюймовочка» ташӑ ушкӑнӗ, баянистсен дуэчӗ «Родные напевы» тата ыттисем те. Кунтах етӗрнесене халалланӑ сӑвӑсем те каласа пачӗҫ — Анжелика Иванова студентка хитре сассипе куракансене саламларӗ. Валерий Клементьев, Валентин Михайлов... Пурне те асӑнса та ҫитереймӗн. ООН 2014-мӗш ҫула ҫемье ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Уява «Выйкат» ҫемье ансамблӗ те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Фойере районти ӑстаҫӑсен куравне те йӗркеленӗ, мӗн кӑна ӑсталамасть-ши ӗҫчен чӑваш ҫынни! Пуканесен пуххи ку хутӗнче те пухӑннисене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ.
Сӑнсем (140)
Migulaj // 2158.60.7548
2014.02.02 14:48 | |
Сăнӳкерчĕкре ют чĕлхепе çеç çырни вăл - Чăваш республикинче чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине пĕлтерет пулĕ? Е эпĕ йăнăшатăп? |