Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 175 ҫула халалласа

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 29.01.2014 22:28 | 1461 хут пӑхнӑ
Культура

1839-мӗш ҫулта, 175 ҫул каялла, Франци художникӗ тата химикӗ Луи Дагер фотоаппарат шутласа кӑларнӑ. Республикӑра ҫак юбилея тата Культура ҫулталӑкне халалласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 24-мӗшӗччен «Ҫӗнӗ Ҫул каникулӗ» инҫет фотовикторинине ирттернӗ.

Сӑнсен викторинине пурӗ 70 ытла вӗренекен хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районӗсенчен тата Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен викторинӑн 10 ыйтӑвӗ ҫине ответлемелле, ҫав шутра сӑнӳкерчӗк авторӗсене пӗлмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне 4 йӗркерен тӑракан пӗчӗк сӑвӑпа ӳкерчӗке сӑнласа памаллаччӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртакансен «Ман юратнӑ Хӗл Мучи, Юр кӗлетке, Юрпике» темӑпа сӑн ӳкерсе ярса памалла пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче хӑш ӳсӗмрине кура палӑртнӑ: 4–6-мӗш, 7–9-мӗш тата аслӑ класра вӗренекенсемпе студентсем хушшинче. 4–6-мӗш класра вӗренекенсен йышӗ ытларах пулнӑ пирки ҫӗнтерӳҫӗ ятне 6 ача, призер ятне 3 ача тивӗҫнӗ. 7–9-мӗш класрисем — 4 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер, аслӑ класрисемпе студентсем хушшинче 3 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер. Вӗсене пурне те дипломсемпе чыслама палӑртнӑ.

Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекен Петров Евгений Сергеевич ҫак шкулти пуҫламӑш классене вӗрентекен аслӑ категориллӗ «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳпе тивӗҫтерекен ӗҫчен» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ Григорьева Ирина Вячеславовна ертсе пынипе фотоконкурссене 3-мӗш хут хутшӑнать, кашнинчех ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗрет. Кӑҫал та вӑл ҫӗнтерӗҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Ирина Григорьева, кӳршӗри Кӑкшӑм ялӗнче ҫуралнӑскер, шкулта 34-мӗш ҫул вӑй хурать, 10 ҫул хушши Етӗрнери ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Пӗрҫырлан шкулӗнче «Пӳрнеске» пукане театрне ертсе пырать. Шкул ачисем кружокра тӗрлӗрен пуканесем ӑсталаҫҫӗ, спектакльсем лартса халӑха савӑнтараҫҫӗ, тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 1–2-мӗш класри ачасене вулама-ҫырма хӑнӑхтарать, пуканесемпе паллаштарать.

Евгений Петров, Ирина Вячеславовнӑн вун-вун вӗренекенӗ пекех, юратнӑ вӗрентекенне ӑнӑҫусем туса савӑнтарать.

#конкурссем, #фото, #Етӗрне районӗ, #Етӗрне, #Пӗрҫырлан, #Кӑкшӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем