Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков Сочинчи Олимпиадӑна тухса каять. Спортсмен пек мар паллах. Куракан евӗр. Вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртекен хоккея вырӑна ҫитсе курӗ.
Унта кайма май сиксе тухнине театр артисчӗсем хавасланса йышӑннине пӗлтерет театр. Каяс шухӑшлисем йышлӑн тупӑннӑ. Суйлав турӗ хыҫҫӑн 15-ӗн тӑрса юлнӑ. Шӑпа ярсах палӑртнӑ вӗсенчен пӗрне. Театрӑн нарӑс уйӑхӗнчи репертуарне ҫирӗплетнине кура хӑшӗсен шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнма май килмен — ара, спектакльте вылямалла-ҫке.
Калпака ҫын хушамачӗсене ҫырса янӑ та театрӑн профсоюз комитечӗн ертӳҫи хута туртса кӑларнӑ. Ун аллине Евгений Урдюков хушамачӗ кӗнӗ.
Урдюков — ҫамрӑк ӑрури артист. Вӑл 1989 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Театрта 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темиҫе роле калӑплама ӗлкӗрчӗ. Анчах унӑн пуринчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ ролӗ тесе Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑри Михаила каламалла-тӑр. Унта вӑл сусӑр каччӑн рольне тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ те чуна тивмелле вылять.