Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Шахмат турнирӗ иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleks-lyda51 27.01.2014 21:51 | 1684 хут пӑхнӑ
Спорт

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта шахмат турнирӗ иртрӗ. Ӑна Пучинке ялӗнчи «Красный партизан» (чӑв. Хӗрлӗ партизан) колхоз хуҫалӑхне 28 ҫул ертсе пынӑ Андреев Гурий Андреевича халалласа ирттерчӗҫ. Турнира йӗркелесе пуҫарса яраканӗ тата спонсорӗ — Владимир Гурьевич усламҫӑ, Гурий Андреевичӑн ывӑлӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, ӗҫлесе пурӑнать, «Аратрика» стройфирмӑн тӗп директорӗ.

Пӗрремӗш хут ҫак турнир Гурий Андреевич ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Йӗпреҫ поселокӗнчи шахмат клубӗн членӗсем тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫак вӑййа кӑмӑллакансемпе шкулта вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртекен турнира Владимир Гурьевич хӑй вӗренсе тухнӑ тата ӗҫленӗ тӑван шкулӗнче ирттерме палӑртнӑ. Паян ӑмӑртура 40 ытла вӗренекен ҫӗнтерӳҫӗ ятне илме тупӑшрӗ. Судья тивӗҫне Гурий Андреевич мӑнукӗ, Андреев Андрей, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Университечӗн энергетикӑпа электротехника факультечӗн 5 курс студенчӗ чыслӑн пурнӑҫларӗ.

Турнира хутшӑнакансене ҫула кура 2 ушкӑна пайласа палӑртрӗҫ, пӗтӗмлетӗвӗ ҫакӑн пек пулчӗ:

1-4 классем хушшинче:

1 вырӑн — Васильев Андрей, 3 «б» класс

2 вырӑн — Краснов Кирилл, 3 «б» класс

3 вырӑн — Иванов Андрей, 4 класс

5-11 классем хушшинче:

1 вырӑн — Павлов Владислав, 9 класс

2 вырӑн — Васильев Максим, 11 класс

3 вырӑн — Белов Сергей, 7 класс

Андреев Владимир Гурьевич ҫӗнтерӳҫӗсене саламларӗ, дипломсемпе тата парнесемпе чысларӗ, Пучинке шкулӗн администрацине турнира ирттерме пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

#спорт, #Пучинке, #Йӗпреҫ районӗ, #шахмат, #Пучинке ял тӑрӑхӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем