Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.
Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.
Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.16 15:48 | |
Ку сăнӳкерчĕк Чăваш республикинче чăваш чĕлхине вырăс чĕлхи çăтса янине пĕлтерет пулĕ? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.01.16 15:53 | |
:) — эс çыратăнах терĕм ĕнтĕ :) // чăвашла варианчĕ вĕсен çук — шырарăм, тупаймарăм. | |
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.17 01:46 | |
Чăваш республикинче чĕлхин вырăнĕ çук пулсан шырасан та, шырамасан та тупаймастăн. Ман çинчен шухăшланă, анчах та çак манкуртсем (союз журналистов текенсем)пирки санăн нимĕнле шухăш та çуккă пулĕ? Пулсан та Кремля...сем çырма ирĕк памаççĕ пулĕ? |