Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк уҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.05.2008 14:32 | 1764 хут пӑхнӑ

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Чӑваш Республикинче пурӑнакан пур халӑх ҫыннисен пӗрлӗхне палӑртакан «Халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештерекен» ансамбль скульптури уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Н.В. Фёдоров та килчӗ.

Палӑка чаплӑн уҫма пухӑннӑ мероприятине ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков пуҫларӗ — сӑмах тухса каларӗ. Вӑл Чӑваш Ен президентне халӑхсемпе культурӑсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пысӑк ӗҫ тунишӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Н.В. Фёдоров сӑмах каланӑ вӑхӑтра ку евӗр палӑк Раҫҫейре пӗрремӗш пулнине пӗлтерчӗ. Президент ҫакна та палӑртрӗ — пирӗн республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 22 тӗрлӗ ентешлӗх ӗҫлет, 12 тӗслӗ тӗн пур.

 

Скульптурӑна ӑсталаканӗ — Владислав Зотиков. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ хуложникӗ, унӑн ӗҫӗсем чылай куравсенче пулса курнӑ. Скульптурӑра 7 хӗре кӑтартнӑ. Вӗсем ҫичӗ лепестоклӑ лотоса тытса тӑраҫҫӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ 7 метр, хӑй скульптура 5 метр. Пӗтӗмӗшле 3 тонна таяҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#палӑксем, #Шупашкар, #парксем

 

Комментари:

Ajdush // 2904.99.1687
2008.05.07 20:24
Чăваш чĕлхи пĕтсе пынă вăхăтра, чăвашсен йăли-йĕркисене манса пынă чухне ку палăк кирли пирки калама йывăр.
Анонимла // 1828.51.9109
2008.05.18 22:34
Анне монумент пирки те :"Мен тума кирле ун пек палак?"-тесе каланине илтме пулатче. Хале мен пур палла мероприятине ун уменче ирттерессе. Сене палак та самраксене валли ирттерекен уявсем валли пулса таре. Чаваш челхи петсе пырать тетпер. Урах вырана кай-ха, калапар Прибалтика е Украина, Грузи, енчен те Эсе вырасла каласатан, сан сине урахларах пахассе, чаваш челхипе каласма тытансан сана тус-юлташ выранне хурать урах челхе халахе. Челхе петесси вал шутласа каларна халап сес.
Херле Чутайри чаваш патриоче.
Ajdush // 2904.99.1687
2008.05.19 18:37
Çавăнпа ĕнтĕ эсĕ ăнланмалла мар чĕлхепе е саспаллисемпе çырнă. Вара чăваш Аслă Канашĕнче тата ытти Патшалăх çурчĕсенче мĕнле чĕлхепе калаçаççĕ? Шкулта чăвашла вĕренӳ вăхăчĕ миçе процент пулать? Чăваш инçекуравĕ е радио мĕн чухлĕ вăхăт пырать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем