Паян каҫхине, ҫу уйӑхӗн пӗрремешӗнче, Китайра тӗнчери чи вӑрӑм кӗпере уҫӗҫ.
Кӗпере Ханчжоу кӳлмекӗ урлӑ хывнӑран ӑна кӳлмек ячӗпе калаҫҫӗ. Вӑл Шанхайпа Нинбо хулин промышленость пайне ҫыхантарӗ, тӑршшӗ — 36 ҫухрӑм. Lenta.Ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, енчен те Ла-Манш тинӗс пырӗнче ку кӗпере тӑвас шухӑш ҫуралнӑ пулсан ун тӑршшӗ Франципе Аслӑ Британине ҫыхӑнтарма ҫитӗччӗ.
Вӑрӑм кӗперсем Раҫҫейре те пур. Сӑмахран, Тутарстанра Чулман Атӑл урлӑ 14 ҫухрӑмлӑ кӗпер хывнӑ. Ӑна 2002 ҫул вӗҫӗнче хута янӑ.