Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт минитсрӗ пулма Татьяна Рябининӑна ҫирӗплетнӗ. 169-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Йышӑнӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн тунине те палӑртса хӑварнӑ. Хушу ӑна алӑ пуснӑ кунран, тепӗр майлӑ каласан, паянтан, вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче спорт министрӗ Василий Петрова ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑччӗ. Вӑл ку должноҫре 6 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗччӗ. 2023 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумне Татьяна Рябининӑна та маларах ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Анчах вӑл кӗҫех министр тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑннӑччӗ.
