Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче битум цистернилле фура тӳнсе кайнӑ. Инкек «М-7» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, фура водителӗ Ӗпхӳ енне кайнӑ чухне хирӗс килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та унта ҫул айккинелле тухса кайса чалӑшса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Цистернӑра шӗве битум пулнӑ. Вӑл хыпса илмен. Инкекре, Турра шӗкӗр, ытти водитель шар курман.
«Мерседес» ҫурма прицеплӑ фура рулӗ умӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларса пынӑ. Вӑл пуҫ мимине амантнӑ. Хӑй вӑл урах пулнӑ. Аманнӑскере больницӑна ӑсатнӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи инкекре тӑватӑ каччӑ пурнӑҫӗ татӑлни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ тӗслӗхре айӑпли урӑх машина пулнӑ, ҫулпа тепӗр автомобильпе пыракан тӑватӑ ҫамрӑк пурнӑҫӗ вара татӑлнӑ.
