Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм шиншилла ӗрчетме йышӑннӑ. Усламҫӑ пулас ӗмӗтлӗскер ҫемье тупӑшне ӳстересси пирки нумай пуҫ ватнӑ. Ун пек шухӑшласа пӑхнӑ, кун пек те. Вара хӗрарӑм шиншилла ӗртетес тенӗ.
Екатерина Крючкова 2025 ҫулхи ака уйӑхӗнче социаллӑ контракт алӑ пусса патшалӑхран укҫа илнӗ. Шиншилла ҫурине хӗрарӑм ятарлӑ питомникра туянать, вӗсене ӳстерет те кайран сутса ярать. Туянакансене вӑл пӗлтерӳ урлӑ шырать.
Икӗ ача амӑшӗн паянхи кун тӗлне илсен тавар туянакансем те йӗркеленнӗ, шиншиллӑна пӗр ҫынсемех илеҫҫӗ. Ҫапла вара усламҫӑн ӗҫӗ пӗчӗккӗн вӑй илсе пырать.
Хӗрарӑм палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнма шикленмелле мар. Унччен малтан, паллах, тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Ӗҫ чуна ҫывӑх пулсан хаваспах тӑрӑшатӑн.
