Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш енри Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски район сучӗ унччен Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын пирки тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи юханшыв урлӑ каҫмалли пӗр кӗпере юсама тесе калаҫса татӑлнӑ фирмӑна 74,5 пин тенкӗ таран укҫа куҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку кӗпере 2007 ҫулта вырӑнти агрофирма туса панӑ. Кӗперӗн хӑй хаклӑхӗ 26,5 пин тенке ҫеҫ ларнӑ пулин те ӑна юсама ҫавӑн чухлӗ укҫа куҫарса панӑ. Кӗперӗ вара юсава тивӗҫлӗ те пулман.
Каярах подрядчик юлнӑ укҫаран 20 пинне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ҫак укҫана кассӑна мар хывнӑ, хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫакна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тунӑ преступлени тесе квалификациленӗ.
Agabazar // 4019.99.1959
2013.11.21 18:33 | |
Çак кĕпер "тĕрĕс-тĕкел" пулать-и вара? Манкапа çеç тытăнса тăрать вĕт! | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.11.21 20:57 | |
Шăп та лăп ку кĕпере юсани пирки пĕр сăмах та çук вара.
Ку кĕперĕ вара çук ĕнтĕ теççĕ. Ун вырăнне ялта хальхи вăхăтра тимĕр-бетонран ăсталани тăрать имĕш. Сăнĕ ман архивран. |