Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ 56 ҫулти хӗрарӑма шырать.
Лилия Сергеевна Шуленина (Старицина) килтен ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ иккен.
Шырав отрядне хӗрарӑмӑн ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл е Шупашкарта пулма пултарать, е Мускав облаҫӗнчи Бронницы хулинче.
56 ҫулти хӗрарӑм икӗ туя ҫине таянса утать иккен. Вӑл 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ ҫӳҫӗ кӑштах кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.
Тухса кайса ҫухалнӑ чухне вӑл симӗс тӗслӗ платье, хӗрлӗ кофта, шурӑ сандали тӑхӑннӑ.
Пӗлекенсене, курнисене «Лиза Алерт» шырав отрядне 8-800- телеыон номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Е йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравласа та калама пулать.
