Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ачасене эмелсен йӑлтӑркка хучӗсем илӗртеҫҫӗ. Аслисем тимлӗ пулманни инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑн пек пулса тухнӑ 2 ҫулти хӗрачапа.
Вӑл аслашшӗпе асламӑшӗн (е кукашшӗпе кукамӑшӗн) эмелӗсене сӗтел ҫинче асӑрханӑ та ӑна канфет вырӑнне йышӑнса ҫӑтса янӑ. Эмелсем юн пусӑмӗнчен пулнӑ.
Хӗрарӑм пушӑ эмелсене курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсен бригади вырӑна ҫитсен ачан хырӑмлӑхне ҫуса кӑларнӑ та ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта вара токсикологсем, реаниматологсем, педиатрсем тата неврологсем хӑйсен ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульници пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӗсем патне наркӑмӑшланнӑ 100 ытла ачана илсе ҫитернӗ. Сӑмах май, унта Ачасене токсикологи пулӑшӑвӗ паракан центр талӑкӗпех ӗҫлет. Кун пекки республикӑра – пӗртен пӗрре.
