Тӗрмере ларакан ҫынсене ӗҫсӗр ларманнине чылайӑшӗ пӗлет-тӗр. Тем те пӗр ӑсталаҫҫӗ унта. Журналист ӗҫӗпе (унта ӗҫпе кӑна ҫӳреме Турӑ хуштӑр) тӗрмесенче пулса курнӑ та унта ларакансем пӑралукран карта валли тунине те, нуски-перчетке ҫыхнине те, керамзитран блок кӑларнине те, чечек ӳстернине те курнӑ. Ларакансенчен хӑшӗсем пӑлахаййисем те пур теҫҫӗ-ха. Теприсем вара пушшех те — ӗҫлесшӗн. Ахаль ларнӑ чух вӑхӑт час иртмест те кун пек хӑть шӑвать.
Республикӑри 8-мӗш колони-поселени вара производство ӗҫ-хӗлӗн тӗп енӗ пахча ҫимӗҫ ӳстересси иккен. Ҫакӑн пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Кӑҫал унта пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 1015 гектар ҫинче акса ӳстернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне тепӗр 50 гектар ҫинче ҫӗрулми лартса туса илнӗ. Хӗрлӗ кӑшманпа кишӗре те тӗрмере ларакансем хӑйсем ӳстернӗ. Айӑплава асӑннӑ колонире ирттерекенсем валли пахча ҫимӗҫ хӗл каҫма кӑна мар, ҫӗнӗ тухӑҫченех ҫитмелле иккен.