Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек йӗркелет ӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте пысӑк йышпа, чаплӑ концерт лартса, тепӗр ҫӗрте — ансатрах.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрахне кӗрекен Аначкасси тата Пранькка ялӗсем пысӑк мар. Клубӗ те унта икӗ яла пӗрлештерет. Ҫавӑнпа ял кунне те вырӑнтисем пӗрле йеркелме йышӑннӑ. Уява ял-йыш иртнӗ вырсарникун пухӑннӑ.
Аначкасси ял клубӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял уявне унтисен тӗрлӗ ҫӗре сапаланнӑ тӑванӗсем те килсе ҫитнӗ.
Ялти хастарсене хавхалантарма тӳре-шара алӑ пуснӑ хут панӑ.
Республикӑра «Арча» проект пурнӑҫа кӗрет те, ку тӑрӑхрисем те хӑйсен арчинчи япалисене туртса кӑларнӑ, курав йӗркеленӗ, хӑшӗсем арчари япалана, ҫав шутра ҫӑпата та, тӑхӑнса тухнӑ.
