Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш округӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ юлашки ветеран пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Назарова 98 ҫулта пулнӑ.
Мария Александровна Псков облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта нимӗҫсем вӗсен хули патне ҫывхарсан эвакуаци пуҫланнӑ. Вӑл амӑшӗпе, кукамӑшӗпе тата виҫӗ пӗртӑванӗпе тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Эвакуаци вӑхӑтӗнче вӗсене совет салтакӗсем ҫитернӗ.
1943 ҫулта Мария Александровна виҫӗ ҫул аслӑрах тенӗ те хӑйӗн ирекӗпе фронта кайнӑ. Документсенче вӑл 1925 ҫулта ҫуралнине кӑтартнӑ. Хӗр ҫар-почта базине лекнӗ, ҫырусене малти линие илсе ҫитернӗ. Ҫӗнтерӗве вӑл Берлин ҫывӑхӗнче кӗтсе илнӗ.
1956 ҫулта Мария мӑшӑрӗпе Борис Иванович Назаровпа распределенипе Сума облаҫӗнчи Шостка хулине лекнӗ, унта «Имульс» ҫар савутӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем хӗр ӳстернӗ.
Юлашки ҫулсенче Мария Александровна Канаш округӗнчи Шӑхасан ялӗнче пурӑннӑ.
