Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ.
Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ.
Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ.
Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать.