Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри шкулсем валли 38 фура учебник тесе килнӗ. Машинӑсенче — алгебрӑпа тата геометрипе вӗренӳ кӗнекисем.
Цифрӑсен чӗлхине малалла тӑсса кайсан, пирӗн республикӑна 53 пин экземпляр кӗнеке кӳрсе килнӗ. Вӗсем — 7, 8, 9-мӗш классем валли алгебра кӗнекисем, 7-9-мӗшсем валли — геометрипе. Кӗнеке туянма республика хыснинчен 53 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кунсӑр пуҫне пуҫламӑш шкулсем валли тата ҫӗнӗ предметсемпе кӗнекесем кӳрсе килмелле.
Шупашкарти шкулсене маларах пӗтӗмӗшле историпе тата Раҫҫейӗн историйӗпе 7,6 пин ытла учебник илсе килнӗ. Вӗсем пурте — 5-9-меш классем валли.
Истори кӗнекисен авторӗсен йышӗнче Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Анатолий Торкунов тата Александр Чубарьян ученӑй-академиксем.
