Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Элӗкре вӑйлӑ сил ҫурт тӑррине сӳнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.06.2026 11:09 | 51 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ӗнер вӑйлӑ ҫиле пула Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Тӳрех палӑртса хӑварар: ку ҫурта 2040 ҫулта тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ҫурт вара 2002 ҫулта хута янӑскер.

Вӑйлӑ ҫил Парк урамӗнчи виҫе хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайне сӳнӗ. Ку ӗнер 17 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.

Аса илтерер: каҫал нарӑс уйӑхӗнче юр йывӑрӑшне пула Элӗкре автостанци навесӗн тӑрри ишӗлсе аннӑ. Юрать-ха, ку ҫӗрле пулса иртнӗ. Ун чухне навес айӗнче пӗр автобус кӑна ларнӑ, ҫынсем пулман. Автобус «Шупашкар – Элӗк» маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. «Автовокзалсем тата автостанцисем» АОн производствӑпа техника пайӗн техника директорне явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.

#Элӗк, #ҫанталӑк, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем