Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче паян пуҫласа «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Ҫавна май культура учрежденийӗн алӑкӗсем каҫхи ултӑ сехетрен тытӑнса ҫурҫӗрчченех уҫӑ пулӗҫ.
«Ӳнер каҫӗнче» куравсемпе паллашма, классикӑлла хайлавсене, сӑвӑ вуланине, романссем юрланине итлеме май килӗ. 18 сехетре «Чӑвашсен аваллӑх чун хавалӗ тӗрӗсемпе япаласенче» ятпа ҫӗнӗ курав уҫӑлӗ. Кунсӑр пуҫне Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи Ивановсен «Пултарулӑх атмосфери» тата Етӗрнери А.Асламас ячӗллӗ ача-пӑчан ӳнер шкулӗн ӳкерчӗкӗсен куравӗсем ӗҫлӗҫ. Каҫхи ҫичӗ сехетрен тытӑнса тӑххӑрччен асӑннӑ шкул ачисем «Музыка фейерверкӗ» музыка программипе савӑнтарӗҫ. Ун хыҫҫӑн Етӗрнери культура ҫурчӗн концерчӗ пуҫланӗ, вӑл ҫурҫӗрчченех пырӗ.