Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян ҫанталӑк ака уйахӗнчи пек мар – хӗллене лекнӗ пекех. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юр татах ҫӑвӗ-ха.
Кӗҫӗр республикӑри ҫурҫӗр-анӑҫ енчи округсенче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, 3 градус таран сивӗ пулӗ. Ытларикун вара чылай округра йӗпе юр ҫӑвӗ. Шупашкарта кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑйлӑ йӗпе юр ӳкме тытӑнӗ. Юр юнкун кӑнтӑрлаччен ҫума пултарӗ. Юнкун ҫӗрле мамай, 3-8 градус таран, сивӗтӗ. Кӗҫнерникун ирхине уяртӗ, анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, аслати авӑтма пултарать.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе хӑҫан ӑшӑ пуласси паллӑ мар. Ҫитес эрнере те ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ, татах юр ҫума та пултарӗ.
