Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ачасем лачакана путса ларнӑ та хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсене пулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Икӗ шӑпӑрлан чиркӳ патӗнчи ҫырмара вылянӑ. Анчах ку алхасни вӗсемшӗн чутах инкекпе вӗҫленмен. Ачасем лачакана самай тарӑн кӗрсе ларнӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра иртен-ҫӳрен пулнӑ, ачасем инкеке лекнине асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен вӗренме усӑ курса ачасене хӑвӑртах тухма пулӑшнӑ.
