Ҫутӑ счетчикӗсен кӑтартӑвне вӑхӑтра пӗлтермесен йӑпӑр-япӑр хаклӑ хакпа шутласа панине эсир сиснех-тӗр. Апла ан пултӑр тесен кӑтартӑва кашни уйӑхӑн 23–25-мӗшӗсенче Чӑвашэнергосбыт компанине пӗлтермелле. Шӑнкӑравласа та калама юрать. Карас телефонӗпе СМС-ҫыру ярса та, элеткрон ҫыру шӑрҫаласа та. Ятарлӑ формата пӑхӑнса ҫырмалла та ӗҫӗ те пӗтнӗ темелле. Ку вӑл ҫамрӑксемшӗн питӗ ансатӑн туйӑнать-ха. Анчах аслӑ ӑрури ҫынсене ӑна-кӑна тӗшмӗртме ҫӑмӑлах-тӑр ҫав. Ара, вӗсен вӑхӑтӗнче хальхи вӑхӑтри технологисем пулман-ҫке.
Те эпир асӑннӑ йышши саманта шута илсе, те урӑх сӑлтавпа, анчах ҫутӑ «хуҫисем» счетчик кӑтартӑвне почта уйрӑмӗсенче те йышӑнмалла тунӑ. Кун валли вӗсем республикӑри 323 ҫыхӑну уйрӑмӗнче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Лицевой счет номерне, ят-шыва, ӑҫта пурӑннине тата счетчик мӗн чухлӗ кӑтартнине ҫырса ҫав ещӗке чӑмтармалла.