Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтесре йыш хушӑннӑ. Парк пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Камерун качакисен ҫемйинче тӳрех виҫӗ путек ҫуралнӑ.
Путексем ҫут тӗнчене килнӗ чухне кашни 350 грамм кӑна тайнӑ. Анчах темиҫе сехетрен ура ҫине тӑнӑ, каҫ еннелле вара сиккелеме, чупма тытӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Камерун качаки Анӑҫ Африка енчи чӗрчун. Вӗсем пысӑк мар, 65-70 сантиметр тӑршшӗ кӑна. Качакисем 12-15 килограмм кӑна таяҫҫӗ, такисем – 2025 клограмм, хӑш чухне 35 килограмм тайма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫынпа питӗ хутшӑнма юратаҫҫӗ. Вӗсене йытӑсем пек дрессировка тума та пулать.
