Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки илемлӗ сӑмах юратакансене юрӑпа сӑвӑ уявне чӗнет. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, поэтӑн тата журналистӑн, Олег Прокопьевӑн ҫӗнӗ кӗнекине сӳтсе явӗҫ.
Автор куракансене хӑйӗн «Чӑвашӑм, пурӑн!» ятлӑ кӗнекипе паллаштарӗ. Тӗлпулӑва ҫыравҫӑсемпе журналистсем, литература пӗлӗвӗпе аппаланакан ӑсчахсем, педагогсемпе обществӑлла юхӑмсен хастарӗсем тата вулакансем хутшӑнӗҫ. Уявра поэтӑн сӑввисемпе хайланӑ юрӑсем янӑрӗҫ. Вӗсене чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем — Ольга Лукова, Алена Алексеева, Елена Смородинова, Любовь Гордеева, Ирина Лампасова, Михаил Федоров, Дмитрий Моисеев шӑрантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» фольклор ансамблӗ те хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ.
Олег Прокопьевӑн пӗрремӗш сӑввисем «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫатра пичетленнӗ. Вӑл – «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫулӗпе» (2008) сӑвӑ пуххи авторӗ.
«Чӑвашӑм, пурӑн!» кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Сӑвӑ пуххине Олег Прокопьев юлашки вӑтӑр ҫул хушшинче ҫырнӑ чи лайӑх хайлавӗсене кӗртнӗ, вӗсен хушшинче малтан пичетленменнисем те пур. Поэт лирики нумай енлӗ. Олег Прокопьевӑн ӗҫӗ «Раҫсей халӑхӗсен хальхи литератури» ярӑмпа кӑларнӑ «Тӗрӗк тата монгол халӑхӗсен поэзийӗпе прози» антологине (Мускав, 2024) кӗнӗ, сӑввисене 10–11-мӗш классен «Чӑваш литератури» вӗрентӳ программине те кӗртнӗ.
